Выполнила ученица класса И-9-2 Васильева Анна Проверила Осипова З.В. Чебоксары 2009.

Презентация:



Advertisements
Похожие презентации
Выполнила ученица 9 информационно- математического класса МОУ Богучарский лицей Шевцова Марина.
Advertisements

Заседание клуба «Любители русской словесности». Тема: «Из истории русских имён и фамилий» Что в имени тебе моём?... А.С.Пушкин.
Выполнили ученики 4 «А» класса МОУ СОШ 34 г. Томска Кл. рук. Кузнецова Ольга Анатольевна.
Выполнила ученица 11 класса МОУ СОШ 31 г. Иркутска Вербоватая Светлана 2010 год Выполнила ученица 11 класса МОУ СОШ 31 г. Иркутска Вербоватая Светлана.
Работу выполнила ученица 1 «Б» класса АФОШИНА АЛЕКСАНДРА Чувашская Республика, г. Шумерля МОУ «СОШ 2»
Курение в жизни подростка. Выполнила: Евтинова Алина, ученица 9-Б класса Выполнила: Евтинова Алина, ученица 9-Б класса Руководитель: Сущенко Е.В., учитель.
Программа индивидуального развития учащейся 9 класса Работу выполнила Светлана Георгиевна Никифорова, классный руководитель 9 класса МОУ «Сосновская оош.
ПОЖАРНАЯ БЕЗОПАСНОСТЬ !!! Выполнила: Скворцова Наталия Ученица 9 «Б» класса Проверил: учитель информатики Лавриненко Д.А.
Библиотека МОУ Савинской СОШ Работу выполнила ученица 9 а класса Панькова Екатерина.
Центр тяжести тела у простых людей. Выполнила: ученица 10а класса Смертина Ирина Выполнила: ученица 10а класса Смертина Ирина.
Эпоха Возрождения Автор работы: ученица 10 А класса МБОУ СОШ 26 г. Пензы Иконенко Александра При содействии: Учителя истории Умывалкиной Галины Валерьевны,
Работу выполнили ученицы 9 класса Симонова Ксения и Рыболовлева Екатерина Работу выполнили ученицы 9 класса Симонова Ксения и Рыболовлева Екатерина Учитель:
День самоуправления МКОУ СОШ 2 Г.ПУДОЖ. 4 октября в МКОУ СОШ 2 состоялся день самоуправления. В этот день старшеклассники 2-ой школы взяли все.
Выполнила: Васильева Надежда. ученица 9 «А» класса Проверила: Васильева Е.Д. Выполнила: Васильева Надежда. ученица 9 «А» класса Проверила: Васильева Е.Д.
«Времена Года» Выполнила ученица 9 «А» Копытова Анастасия Руководитель Выполнила ученица 9 «А» Копытова Анастасия Руководитель Юсупова Е.Г. Выполнила Ученица.
Задача по физике. Выполнила ученица 10 класса Рябенко Н. Выполнила ученица 10 класса Рябенко Н. Проверил учитель физики : Щербакова О. А. Проверил учитель.
МАОУ «Селенгинская гимназия» Выполнила: Ткачева Лидия, ученица 10 А класса Научный рукаводитель: Сутурина Любовь Серафимовна, учитель русского языка МАОУ.
Никитенкова Любовь Сергеевна, классный руководитель 8-б класса МБОУ «Средняя общеобразовательная школа 1» г. Сергиев Посад г. Сергиев Посад.
Исследовательская деятельность учащихся на уроках химии и биологии и в рамках школьного НОУ.
1 Проектно - исследовательская работа «Выработка условного рефлекса у грача» Выполнила ученица 8 «б» класса МОУСОШ 31 Выполнила ученица 8 «б» класса МОУСОШ.
Транксрипт:

Выполнила ученица класса И-9-2 Васильева Анна Проверила Осипова З.В. Чебоксары 2009

Семен Васильевич Васильев (Элкер) хальхи Йěпреç районěнчи Пысăк Упакасси ялěнче 1894 çулхи майăн 1-мěшěнче ( апрелěн 19-мěшěнче кивě стильпе) чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Çамрăклах вăл нумай нуша курнă. Ашшěпе пěрле çамрăк Çемен вăрман каснă çěрте шăмшакне сахал мар ватнă мěш çулта вăл ялти шкултан вěренсе тухнă. Анчах та унăн патша саманинче малалла вěренме çул пулман. Çивěч ăс- тăнлă ача хăй тěллěн вěренме тăрăшнă, ялти учительтен кěнекесем иле-иле вуланă. Çавăн чухне вăл ялти халăх юррисем майлă хăй тěллěн пěрремěш сăвă çырса пăхать.

1915 çулхи январь уйăхěнче ăна çара илсе каяççě, вăл вăрçă хирне лекет. Карпат тăвěсем хушшинче çапăçнă чухне йывăр аманса вăл Австрипе Венгри çарěсен аллине тыткăна лекет. Тыткăнран Семен 1916 çулхи çулла хăтăлса таврăнать мěш çулта Семен Васильевич Васильев «Элкер» псевдоним илсе литература ěçěспе ěçлеме тытăнать.

1919-мěш çулта С.В. Элкер Хусана учительсем хатěрлекен курса вěренме каять. Унта пěр çулталăк вěреннě хыççăн вăл тăван яла таврăнать, çулсенче Пысăк Упакассинче пуçламăш шкулта учитель пулса ěçлет, кăнтăрла ачасене, каçсерен çитěннисене хут вěрентет.

1922 çулта С.В. Элкер ялтан Шупашкара пурăнма куçса килет. Çавăнтанпа вăл вěçěмсěр тěрлě хаçатсен редакцийěнче ěçлет: тăлмачă, корректор, литсотрудник, «Канаш» хаçатăн информаци пайěн пуçлăхě, «Сунтал» журналăн секретарě, радиокомитетăн политикăлла редакторě, Чăвашсен патшалăх издательстви редакторě çултан пуçласа 1952-мěш çулччен Элкер чăваш писателěсен союзěн правлени членěнче тăнă.

Семен Васильевичпа унăн мăшăрě Евдокия Алексеевна икě ывăл тата пěр хěр çуратса пăхса ÿстерн ě.

С.В. Элкер чăваш литературине никěслекенсенчен пěри пулса тăнă, литературăна çěнě жанрсемпе пуянлатнă. Сăмахран, роман- хроника («Вутпа сулăм витěр»), историллě роман («Шурăмпуç килсен»), драмăлла поэма («Вунсаккăрмěш çул») тата ытти те. Вăл питě нумай произведени çырнă. Унăн чи паллă произведенийěсем: «Хěн-хур айěнче» поэма, «Шурăмпуç килсен» роман, «Самана», «Хěрлě çăлтăр». Тăван çершывăн Аслă вăрçи вăхăтěнче те С.В. Элкер сывлăхě хавшанине пăхмасăр ырми- канми ěçленě, çěнěрен çěнě произведенисем çырнă. Çав произведенисенчен чи палли «Вăл вилěмсěр» поэма. Ку поэмăра вăл чăваш халăхěн паттăр ывăлě Иван Смирнов пулеметчик çинчен çырнă.

Элкер ытти чăваш поэчěсемпе, çыравçисемпе туслă пулнă. П.П. Хусанкай, С.А. Шавлы, Н.И. Шелепи, С.В. Элкер.

С. Элкер чăваш поэчěсемпе çыравçисен хушшинче (1939 ç.)

Я.Г Ухсай, А.Т. Твардовский, С.В. Элкер тата П.П. Хусанкай ç. ч ÿ к уйăхě, Мускав Чăваш чěлхипе литература эрни

Тăван литературăна аталантарас тěлěшпе пысăк ěçсем тунăшăн Семен Васильевич Элкере 1940 çулта Чăваш халăх поэчě ятне панă. Каярахпа ăна Ленин орденě, Ěçлěх Хěрлě ялав орденě, тěрлě медальсем парса чысланă. Унăн ятне Чăваш АССР-ěн Хисеплě Ěç мухтавě кěнекине кěртнě çулсенче Семен Васильевич Элкер РСФСР Верховнăй Совечěн депутачě пулса ěçленě.

«Кувшинка» кану çурчě, 1962 ç.

çулсенче унăн çырнисене 5 кěнекепе пичетлесе кăларнă. Унăн произведенийěсене вырăс, тутар, узбек, белорус тата ытти чěлхесем çине куçарнă.

С.Элкер час-часах çуралнă яла килсе ç ÿ ренě, тăвансемпе, янташсемпе курса калаçнă, шкул ачисемпе тěл пулусем ирттернě.

Чăваш халăх поэчě Семен Васильевич Элкер 1966 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă.

Поэтăн çуралнă çěр шывěнче унăн нумай-нумай тăванěсем пурăнаççě

Васильева Клавдия Тимофеевна – Семен Васильевич Элкер шăллěн хěрě (Пысăк Упакасси ялě)

Пысăк Упакассинчи вăтам шкул унăн ячěпе хисепленсе тăрать. Шкул картишне кěрсен пире С.В. Элкерěн бюсчě кěтсе илет. Шкулта поэта халалланă музей ě ç лет.

Тěп хуламăрта Шупашкарта та пěр урама С.В. Элкер ятне панă.

Пысăк Упакассинче Элкер çуралса ÿснě урама унăн ятне панă (вăл малтан Тури картиш ятлă пулнă). Эпир хамăрăн Семен куккана (апай ăна çапла чěннě) яланах асра тытатпăр, пирěн йăхра çавăн пек пултаруллă çын пулнăшăн чăннипех те мухтанатпăр.