Петĕр Хусанкайпа кашни тĕл пулмассерен эпĕ хама пысăк та ачаш чунлă, хастарлă та ĕçчен халăхпа курнăçнăн туяттăм. Сăвăçра эпĕ хальхи чăн - чăн чăваш сăнне,

Презентация:



Advertisements
Похожие презентации
Петĕр Хусанкайпа кашни тĕл пулмассерен эпĕ хама пысăк та ачаш чунлă, хастарлă та ĕçчен халăхпа курнăçнăн туяттăм. Сăвăçра эпĕ хальхи чăн - чăн чăваш сăнне,
Advertisements

Петĕр Хусанкайпа кашни тĕл пулмассерен эпĕ хама пысăк та ачаш чунлă, хастарлă та ĕçчен халăхпа курнăçнăн туяттăм. Сăвăçра эпĕ хальхи чăн - чăн чăваш сăнне,
Транксрипт:

Петĕр Хусанкайпа кашни тĕл пулмассерен эпĕ хама пысăк та ачаш чунлă, хастарлă та ĕçчен халăхпа курнăçнăн туяттăм. Сăвăçра эпĕ хальхи чăн - чăн чăваш сăнне, унăн шухăш- кăмăлĕн чи паллă енĕсене кураттăм… Поэт яланах манăн чĕрере. Эпĕ пĕлетĕп: вăл пулнă, пур, пулать те. П.Хусанкайăн ПУРНĂÇĔПЕ ПУЛТАРУЛĂХĔ Юрий Збанацкий, Украина çыравçи

Поэтăн ачалăхě ěÿ Петр Петрович Хусанкай 1907 çулхи январěн 22 – мěшěнче хресчен кил- йышěнче çуралнă. Вăл çуралса ÿснě ял, Сиктěрме, ěлěк Хусан кěпернин Сăпас уесне кěнě, халě Тутар республикин Элкел районне кěрет. Вăл аслă çулран инçетре ларнă. Çывăхра пысăк юханшывсем те, чугун çул таврашě те пулман. «Вунултă çула çитиччен эпě хула та, пăрахут та, пăравус та курман», - аса илет поэт. Çапах та Сиктěрме тěттěм ял тесе калама çук. Кунта ěлěкренпех И.Я.Яковлев пуçарнипе уçнă шкул ěçленě, больница, агрономи участокě, лесничество пулнă. Унăн ачалăхě питě йывăр пулнă. Вун виççěре вăл ашшěсěр тăрса юлнă. Амăшěпе иккěшě пěтěм килти ěçсене ěçлесе пурăннă. Çав хушăра вăл вěренме те ěлкěрнě.

Чăваш сăмахĕ – пирĕн чăн çăл-куçĕ Шăнкăртатать вăл ĕмĕр-ĕмĕре. Унпа кăна поэт хăйне çул уçĕ, Унпа кăна вăл чĕрĕ тĕнчере. П.Хусанкай

Вĕреннĕ çулĕсем Шкула çÿреме тытăнсан, учительсем ăна тăван халăх юрăçи- сăвăçисен пултарулăхĕпе çеç мар, вырăс литературин пуянлăхĕпе паллаштарма пуçланă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах сăвăсем çырать. Тăван чĕлхен илемне туйса илме Сиктĕрмере нумай çул ачасене вĕрентсе пурăннă Наталия Яковлевна ăна питĕ пулăшнă. Хусанкай ялти шкултан вĕренсе тухать те малалла вĕренме Хусана тухса каять. «Анне мана епле те пулин вĕрентесшĕнччĕ,- тет поэт çулта эпĕ Хусанти чăваш педтехникумне кĕтĕм»,- тесе çырать вăл. Унта поэт икĕ çул вĕреннĕ. Кунта вĕреннĕ чухнех, 1924 çулта, Шупашкара «Сунтал» редакцине вăл хăйĕн хăш-пĕр сăввисене ярса парать. Журналăн пĕрремĕш номерĕнчех унăн виçĕ сăвви пичетленсе тухнă. Унăн сăввисене вулакансем хапăлласа йышăнни ăна малалла ĕçлеме, çĕнĕрен çĕнĕ сăвăсем çырма хавхалантарнă. « 1925 çулта, - тесе çырать поэт,- эпĕ Хусантан Канаша пытăм. Нумайăшне халь ман тав туса, ăшă кăмăлпа асăнас килет. Алентей, Элкер, Хумма Çеменĕ – маншăн нихăçан манми ятсем».

çулсенче Хусанкай «Сулмак» икĕ сăвă кĕнеки кăларать. К. В. Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăсла куçарать. 30-мĕш çулсем вĕçĕнчи йывăр шăпа Хусанкая та пырса тивет çулта ăна буржуалла национализм çĕрĕк шухăшĕсене сарать тесе айăплама тытăнаççĕ, тĕрмене хупса хураççĕ. Такам элĕкленипе пулнă çавă. Поэтшăн йывăр кунсем çулталăк çурă ытла тăсăлнă çулта халăх сучĕ ăна айăпĕ çуккине кура тÿрре кăларать. Хусанкай каллех сăвă ĕçне çĕнĕ хастарлăхпа пуçăнать. П. Хусанкай – ĕçтеш-çыравçăсемпе. Хусан, 1930

Тăван çĕршывăн аслă вăрçин çулĕсенче Аслă вăрçă çулĕсенче Хусанкай çарта пулать, фашизма хирĕç пăшалпа та перопа та çапăçать çулта ăна йывăр амантаççĕ. Вăрçăри паттăрлăхшăн Хусанкай «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденĕпе темиçе медале тивĕçлĕ пулать. Вăрçă çулĕсем Хусанкай сăввисене çĕнĕ сăн параççĕ. Вăл «Таня» поэма çырать, «Аптраман тавраш» романа пуçăнать. Вăрçă хыççăн унăн пултарулăхĕнче çĕнĕ паллă тапхăр пуçланать. Паллă çыравăсемпе тупăшса çулсерен пысăк кĕнекесем кăларать çулта Петĕр Хусанкая халăх поэчĕн ятне панă. Обществăпа литературăри паллă ĕçĕсене сума суса ăна икĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав орденĕ панă çулта Хусанкай К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен литературăпа искусство премине илнĕ, 1969 çулта Çеçпĕл Мишши премине панă çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.

Литературăри ĕçĕ 1928 çулта Шупашкарта Хусанкай сăввисен «Уяртсан» ятлă пĕрремĕш кĕнеки пичетленсе тухнă. Çав çулах Хусанта Маяковскипе тĕл пулнă, кайран унăн сăввисене чăвашла та куçарнă çулта поэт Хусантан Мускава куçса каять.»Коммунар» чăваш хаçатне ĕçе вырнаçать. «Чăваш хресченĕ»хаçата та вăл сахал мар çырнă. Хаçат редакцийĕ хушнипе Хусанкай тĕрлĕ хулана çÿрет, çĕнĕ заводсем-фабрикăсем тунине курать. Горький, Донбасс, Магнитогорск хулисенче пулать. «Магнитту» поэма çырать. Çĕнĕ саманан çĕнĕ çыннисем – çаксем кунта ăна çывăх сăнарсем. 30-мĕш çулсенче вăл куçару ĕçĕпе чылай ĕçлет. М Горькин «Этем çурални» тата «Çирĕм улттăпа пĕрре», А. Пушкинăн «Евгений Онегин», В. Маяковскийăн «Владимир Ильич Ленин» вырăсларан чăвашла куçарать çулта Хусанкай пуçĕпе литература ĕçне куçать. Илпек Микулайĕ, Митта Ваçлейĕ, Петĕр Хусанкай çул.

Петĕр Хусанкая асăнса П.П.Хусанкай 1970 çулхи пуш уйхĕн 4-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Шупашкарта пытарнă. Вăл çуралнăТутарстан Рес публикинчи яла ун ятне панă, Шупашкарта ун ячĕпе урам, культура Керменĕ пур. Шупашкарти П.Хусанкай ячĕпе хисепленекен культура керменĕ