Йывăç савăт-сапа (деревянная утварь) Комбинированный урок.

Презентация:



Advertisements
Похожие презентации
ДЕРЕВЬЯ БЕРЁЗА КАШТАН РЯБИНА КЛЁН ЛИСТВЕННИЦА.
Advertisements

Урок теми: Урок тĕллевĕсем: Сапăрлăх тĕллевĕсем: 1.Тăван тавралăха юратма, упрама вĕрентесси; 2. Çут çанталăк илемне курма пĕлекен çын ырă кăмăллă пулнине.
Йăрă, вăрăм хÿреллě. Хěлле сăрă, çулла хěрлě сарă. … вăрманта пурăнать. Йăвине хăвăла тăвать. Питě ěçчен хăй. Ку мěнле чěр чун-ши?
Детки с ветки. Дуб Каштан Назови дерево, лист (ветку).
Контрольная работа Крутикова Ребекка ИАТК2 Sound.
деревья клён липа дуб берёза каштан тополь.
деревья клён липа берёза каштан тополь дуб.
деревья Деревья. 900igr.net клён Клён. липа Липа.
Продолжительность жизни отдельных пород деревьев: Ель – до 500 лет Сосна – до 350 лет Берёза – до 150 лет Рябина – до 80 лет Ясень – до 100 лет Осина.
Паянхи çанталăк Шурă юрĕ çурĕ, çурĕ, Шурă юрĕ çурĕ, çурĕ, таврана шап-шурă турĕ таврана шап-шурă турĕ.
Открытый урок по чувашскому языку в 5А классе « Хĕл илемĕ» ( защита проекта) Учитель: Чермакова В. И.
Сăпарлăх тĕллевĕ: чĕр чунсене юратма, чăн юратăва суя юратуран уйăрса илме вĕрентесси. Пĕлÿ тĕллевĕ: чăвашла предложенисене тĕрĕс йĕркелесси. Аталантару.
Побег и почки. Побеги яблони Пазушные почки Однолетний удлиненныйМноголетний укороченный Верхушечная почка.
Чÿк уй ăхĕн 30-мĕшĕ Ытлари кун Фонетика хăнăхтарăвĕ Чă-чĕ-че-чÿк уйăхĕн вĕçĕнче; Лă-лĕ-ле-уяв ячĕпеле; Çă-çе-се-чечек çыххи илсе; Ру-рÿ-ре-саламлăр асаннĕре;
Выполнил учащийся второго класса МОБУ НОШ д. Биштиряк Зианчуринского района Республики Башкортостан. Предмет: Ознакомление с окружающим миром.
Чÿк уйăхĕн 30 – мĕшĕ. Ытлари кун. t * * ** * * * * * * *
Листья и плоды деревьев и кустарников Природоведение. 2 класс Гиль Наталья Николаевна Маардуская гимназия год.
Юман çирĕп, пысăк, çÿллĕ йывăç. Вăл нумай çул ÿсет, пин çул таран пурăнать. Ĕлĕк пирĕн тăрăхра юман йышлă ÿснĕ, халĕ сахал. Юман çирĕп, анчах ачаш йывăç:сивĕрен.
Мăнаçлă та çутă Хĕвел тата улăх çийĕн вĕçсе çÿрекен пĕчĕк лĕпĕшсем; çĕрлехи тÿпери пин-пин асамлă çăлтăр тата пирĕн ура айĕнчи симĕс курăк; вĕçĕ-хĕррисĕр.
Урок теми: Юратнă йывăç Урок тĕллевĕсем: 1. Текст планне тăвас хăнăхусене тарăнлатасси. 2. Чăваш чĕлхинчи союзсем çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетесси.
Транксрипт:

Йывăç савăт-сапа (деревянная утварь) Комбинированный урок

Урок тĕллевĕсем: Ĕлĕкхи вăхăтра чăваш çынни кил-çуртра усă курма ятарласа ăсталанă йывăç савăт-сапапа паллаштарасси. Ĕлĕкхи вăхăтра чăваш çынни кил-çуртра усă курма ятарласа ăсталанă йывăç савăт-сапапа паллаштарасси. Чăваш халăхĕн сапăрлăхĕпе ĕçченлĕхне, тăрăшулăхĕпе пултарулăхне палăртасси. Чăваш çыннин ĕç-хĕл савăнăçĕ, ырă шухăш-ĕмĕчĕ, «çукран пур тăвас» туйăмĕ, ал ĕç ăсталăхне çамрăксене вĕрентсе хăварас йăли-туртăмĕ унăн чунĕнче-юнĕнче пулнине кăтартасси. Чăваш халăхĕн сапăрлăхĕпе ĕçченлĕхне, тăрăшулăхĕпе пултарулăхне палăртасси. Чăваш çыннин ĕç-хĕл савăнăçĕ, ырă шухăш-ĕмĕчĕ, «çукран пур тăвас» туйăмĕ, ал ĕç ăсталăхне çамрăксене вĕрентсе хăварас йăли-туртăмĕ унăн чунĕнче-юнĕнче пулнине кăтартасси. Ачасен ĕçе юратас кăмăлне çĕклесси, пултараслăх туйăмне аталантарасси. Чăваш çынни кил-тĕрĕшри ĕçре пурнăç илемне курма пултарнине туйтарасси. Кашни çыншăн хăй аллипе ăсталанă савăт-сапа нимрен те хаклă, нимрен те паха та чуна çывăх пулнине ăнланса илме пулăшасси. Ачасен ĕçе юратас кăмăлне çĕклесси, пултараслăх туйăмне аталантарасси. Чăваш çынни кил-тĕрĕшри ĕçре пурнăç илемне курма пултарнине туйтарасси. Кашни çыншăн хăй аллипе ăсталанă савăт-сапа нимрен те хаклă, нимрен те паха та чуна çывăх пулнине ăнланса илме пулăшасси.

Урок эпиграфĕ: Ĕçчен иккен чăваш çынни. Ăста иккен чăваш çынни. Пахчи, кил-çурчĕ, хуралти, Эреш-тĕрри, савăт-сапи - Ытла та ылтăн ун алли. З. Михайлова

Кил-çуртра усă курмалли савăт- сапана çак йывăçсенчен ăсталанă: Юман – дуб Йăмра – ветла Йĕлме – ильм Хурăн – береза Улмуççи – яблоня Чăрăш – ель Çăка – липа Вĕрене – клен Хурама – вязь Ăвăс – осина Тирек – тополь Çĕмĕрт – черемуха

Мĕнле тата мĕн тĕллевпе тунине кура савăт- сапана 5 ушкăна уйăраççĕ: 1. Йывăçа ыраласа, ĕнтсе-çунтарса, чавса, чакаласа касса, якатса тунă савăт-сапа (долбленая утварь с цельным дном). 2. Йывăçа чавса-шăтарса тунă савăт-сапа (долбленые сосуды со вставным дном). 3. Хăма-клепкăран çапса тунă савăт-сапа (клепаные изделия). 4. Хурăн хуппинчен, хупран, пушăтран, курăсран, тункăртан тунă савăт-сапа (посуда из бересты, луба, коры). 5. Хулăран, пушăтран, чĕренчерен, тымартан тунă савăт-сапа (плетеная утварь из лозы, лыка, дранки, корней).

1 Ç ăнăх кункăри (çăнăх алламалли, чуста йăваламалли савăт) Тир ĕк (пыс ăк чашăк) Чаплашка (пĕчĕ к чашăк) Т ăвар килли (суланча ) Курк а Ч ăм (ч ÿлмек, к ăкшăм) Патман (тырă савăчĕ) Веçе (икĕ авăрлă пысăк курка) Кашăк Çăпала Çăнăх такани Шан (сăра тумалли савăт)

2 Çÿпçе (шупашка) Уйран çÿпçи Касмăк (шыв чĕресĕ) Чилĕк (пĕчĕк чĕрес) Шăпан (сăра савăчĕ) Патман (пыл, чĕресĕсем)

3 Чан (пысăк катка) Чĕрес (витре) Пĕчĕк пичке Катка (шетник) Лаххан (шыв касмăкĕ) Пичке Сĕт витри Патьен (витре)

4 Пурак (каскăч) Кунтăк (кирпет) Ырçа (пысăк кунтăк) Çăнăх али Чăкăт кăшăлĕ Пурак (пĕчĕк кунтă, чĕрес) Чăпта (михĕ) Пĕрне Арча Шăпаня (витре)

5 Çатан тирĕк (чашăк) Кашăк (çăпала) пĕрни Лăпă (утă карçинкки) Кăрăш (кăмпа пуçтар малли пĕрне) Карçинкка Çатка (карçинкка) Пештĕр (пушăт такмак) Çатан (тăватă кĕтеслĕ карçинкка)

Йывăç савăт-сапа Тест 1.Ĕлĕкхи вăхăтра чăвашсем савăт-сапана мĕнле-мĕнле йывăçран ăсталанă? 1) Пилеш, шĕшкĕ, катăркас. 2) Юман, хурăн, çăка. 3) Хыр, акаци, пальма. 2. Савăт-сапана мĕнле мелпе тунине кура миçе ушкăна уйăраççĕ? 1)Тăватă ушкăна. 2)Виçĕ ушкăна. 3)Пилĕк ушкăна. 3. Çак савăт-сапаран хăшĕсене çăкаран тума пултарнă? 1)Курка, чĕрес, кашăк. 2)Лаххан, пичке, лакăм. 3)Çатан, карçинкка, кашăк пĕрни. 4. Мĕн вăл чаплашка? 1)Карçинкка. 2)Пĕчĕк чашăк. 3)Витре. 5. Лахханпа мĕн тĕллевпе усă курнă-ши? 1)Çу тытнă. 2)Сăра тытнă. 3)Шыв тытнă.

6. Пуракпа мĕн тунă-ши? 1)Уя уйран илсе тухнă. 2)Вăрмана çырла татма кайнă. 3)Сĕтел çине сăра лартнă. 7.Çак савăт-сапаран хăшне туй кучченеçĕ чикнĕ? 1)Чĕрес. 2)Пештĕр. 3)Пĕрне. 8. Çак карçинккасенчен хăшĕнпе кăмпана кайнă? 1)Çатан. 2)Лăпă. 3)Кăрăш. 9. Хăш савăтра тырă усранă ? 1)Патман. 2)Шăпан. 3)Касмăк. 10. Хăш савăт-сапапа халĕ те усă кураççĕ? 1)Уйран çÿпçи, чăкăт кăшăлĕ, карçинкка. 2)Кушел, ленкĕс, шан. 3)Патьен, чилĕк, ырçа.

Пĕтĕмлетÿ Чăваш çыннин ал ĕç ăсталăхĕ иксĕлми. Халĕ те чăвашсем хушшинче ылтăн алăллă çынсем сахал мар. Вĕсем – асаттесен ăшпиллĕ ĕçне-хĕлне малалла тăсакансем. Кил-çурта илемлетсе эрешлесси, йывăçран тĕрлĕ савăт- сапа, сĕтел-пукан, ĕç хатĕрĕсем ăсталасси – чăваш халăхĕн ламран лама куçса пыракан ырă та хисеплĕ йăли, пысăк ăсталăхĕ. Çак нимĕнпе виçейми ăсталăх малалла та аталанса пытăр. Пуçра яланах ырă шухăш, алăра ырă ĕç, чун-чĕрере ырă кăмăл-туйăм пултăр.