Шупашкар, 2011 çулхи пуш уйăхĕн 30-31- мĕшĕсем. Чăваш прозинчи чи синкер, чи хēрхÿ юрǎç – Юрий Скворцов. Хайлавēсене халǎхǎмǎрǎн авалтан ламран-лама куçса.

Презентация:



Advertisements
Похожие презентации
Шупашкар, 2011 çулхи пуш уйăхĕн мĕшĕсем. Чăваш прозинчи чи синкер, чи хēрхÿ юрǎç – Юрий Скворцов. Хайлавēсене халǎхǎмǎрǎн авалтан ламран-лама куçса.
Advertisements

Ч ă ваш Республики Шупашкарти муниципалитет ă н пĕлÿ паракан учрежденийĕ «Пĕтĕмĕшле в ă там пĕлÿ, уйр ă м предметсемпе тар ă н пĕлÿ паракан 41 – мĕш шкул»
Транксрипт:

Шупашкар, 2011 çулхи пуш уйăхĕн мĕшĕсем

Чăваш прозинчи чи синкер, чи хēрхÿ юрǎç – Юрий Скворцов. Хайлавēсене халǎхǎмǎрǎн авалтан ламран-лама куçса пынǎ хурлǎхпа тарǎнлǎх витерсе тǎраççē. Çавǎнпа та вēсем хǎйсен кǎмǎл-сисēмēпе, шалти тытǎмēпе чǎн-чǎн халǎх юррисене аса илтереççē. Кашни çыравçǎн таса тēллевē, – тенē Фолкнер, – тÿпенелле тирēнсе пǎхма çынсен куç çутине вǎйлатасси пулмалла. Скворцов та çак тēллеве парǎннǎ – вǎл çырнисем пире Турǎ вǎрттǎнлǎхē, юратăвăн сǎваплǎ вучē пирки шухǎша яраççē. Ю.В. Яковлев

Юрий Скворцов 1931 çулта кăрлачăн 11–мĕшĕнче Чăваш Республикин Муркаш районне кĕрекен Хурăнкасси ялĕнче служащи кил-йышĕнче çуралнă. Юрий ашшĕ – Шăнкăрч Риванĕ – вĕреннĕ çын пулнă. Вăрçăччен вулăсра писарьте, ĕçтăвкомăн ертÿçинче, хăй йĕркеленĕ колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Аслă шкултан вĕренсе тухсан Илларион Титовича Патьăрьел районне янă, Аслă Арапуçĕнче парти райкомĕн секретарьне лартнă. Амăшĕ те, Христина Яковлевна, вĕреннĕ çын пулнă. Тăватă ачаллă çемье кайран саланса каять. Аслă ывăлĕсем ашшĕ патĕнче, Юрккăпа йăмăкĕ амăшĕ хÿттинче ÿсеççĕ. Ашшĕ, Илларион Титович ( ) Амăшĕ, Христина Яковлевна ( ) Юрий Скворцов ( )

Юрий Скворцов çуралса ÿснē çурт ( 1992 ) Юрий Скворцов пēремēш класра (сулахайран иккēмēш) ( ) Й ǎ м ǎ кē Тамара ( 1973 ) Пиччēшē Аркади ( 1987 ) Тăван çĕр шыва фашистсем хыптарнă вут Юрăна та пырса тивет, ĕçме-çиме çитмест, çие тăхăнмалли енчен те хĕсĕкрех. Çавна пула вăл 4-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн атă-пушмак мастерскойне вырнаçать, унта çулталăк ытла ĕçлет çулта ашшĕ ăна Арапуç шкулĕн 5-мĕш класне вырнаçтарать. Пиччĕшĕсем пулăшнипе çав çулах ку класса вĕренсе пĕтерет, улттăмĕшне куçать. Арапуç шкулĕ ăна илемлĕ литературăна хисеплеме вĕрентнĕ. Шкулти чăваш литератури урокĕсемпе кружокне паллă учитель Антонина Ивановна Миловидова ертсе пынă. Вăл тăрăшнипе чылай çамрăкăн, çав шутра Юрий Скворцовăн та, тăван литературăна юратас, сăвă-калав çырас туртăм çуралнă. Улттăмĕш класра вĕреннĕ вăхăтра унăн пĕрремĕш сăвви стена хаçатĕнче кун çути курнă. Сăввисем Патăрьел районĕн хаçатĕнче пичетленнĕ.

Патăрьелĕнче пурăннă çулсенче Юрий Скворцов Геннадий Айхипе çывăх туслашать. Туссем пĕр-пĕрне критиклесе, пĕри тепринчен канаш ыйтса, мĕнле поэт сăвви-поэмине тата ку е вăл хайлава вуланине сÿтсе яваççĕ. Айхи пĕрмаях Скворцова хавхалантарать. Пулас прозаик Айхи сĕнĕвĕсем сывлăш пек кирлине каярахпа час-часах асăнать. Юрий Скворцов 1952 çулта Чăваш педагогика институтне чăваш чĕлхипе литератури уйрăмне вĕренме кĕрет çултан пуçласа республика хаçат-журналне сăввисене яра-яра парать. 1953–1956 çулсенче Скворцов юрă хывмалли сăвăсем хайлать.

Юрий Скворцовăн 1958 çулта «Ģурхи салам» ятпа пĕрремĕш кĕнеки кун çути курать. Çыравçă тĕрлĕ ĕ ç ре вăй хурать: Чǎваш кēнеке издательствин редакторĕнче, Чǎваш АССР Министрēсен Совечē ç умēнчи Радиовещанипе телевидени комитечēн корреспондентēнче, Шупашкар районēнчи « Ленинец » ха ç ат редакцийēн литература сотрудникēнче, Чǎваш кēнеке издательствинче, « Тǎван Атǎл » журналта. Пединститут Ю.Скворцов, Н.Мартынов, М.Волков, Н.Ларионов (сылтǎмран сулахаялла) шахматист вăййи çēнтерÿçисем. (1954) А.И.Скворцовпа Н.Л. Яковлев Юрий Скворцов Туйēнче ( 1957 ) М ǎ ш ǎ рē, Зоя Александровна ( 1977 ) Юрий Скворцов

Юрий Скворцов с ǎ ввисем т ǎ р ǎ х хывн ă юр ǎ сем: «Телейлē пурнǎç юрри», «Туслăх маршĕ», «Хĕрсен лирикăллă юрри», «Пурçăн тутăр», «Ĕмĕрлĕх пĕрле пуласчĕ», «Эпĕ кĕтни – эсĕ вăл, савни » (Г.Хирпÿ ) «Пирēн яла пырса кēрсен», «Автобуспа ларса тухсан», «Ах, мēнле с ǎ мах хушам-ши ?» (А.Токарев) «Юрр ǎ м ǎ рсем ян та ян», «Уй-хир юрри» (Г.Лисков) «Уяв юрри», «Çамр ǎ ксен маршē», «Манаймаст ă п сана», «Савн ă ял ă мра» (А.Петров) «Хура хĕр», «Марине», «Ялпа-йышпа хире тухсан», «Аттесене ас ă нса» ( А.Андреев) «Куккук», «Мучи юрри» (П.Федоров) «Çулсем иртеççĕ», «Лĕпĕш» (К.Архипов) «Эп пĕр качча пĕлетĕп» (Ф.Лукин) Юр ă с ă махĕсем çырас енĕпе Скворцов т ă ван поэзире сумл ă ĕç туса х ă варн ă … Геннадий Юмарт Юрă сăмахĕсем ахаль сăвăсенчен хăйĕн поэтикипе те, шалти экспрессийĕпе те уйрăлса тăраççĕ. Сăвăсенче тĕл пулакан поэтикăлла ирĕклĕхсем те, юрă сăмахĕсемшĕн вырăнлă мар. Çавăнпа та лайăх юрă сăмахĕсем çырма çав тери йывăр... Юрий Скворцов

Х ă й пур ă нн ă в ă х ă тра Юрий Скворцов ă н вун ă хайлавĕ пичетленсе тухн ă. « Хĕрлĕ мăкăнь », « Сурăм хĕрĕ », Уках хурăнĕ », « Сăваплă вут » пове ç ĕсемпе « Пушмак йĕрĕ », « Славик », « Хĕлĕх х ÿ ре кăвакал » калавĕсем чăваш классикине кĕме тивĕ ç нĕ. Юрий Скворцов 1964-мēш ç ултанпа – СССР писателēсен Союзēн членē. Юрий Илларионович Скворцов 45 тултарсан 1977 çулхи августăн 11-мĕшĕнче вилет. 1 ретре: Н.Т.Ваçанкка, С.А.Шавли, М.Д Шумилов; 2 ретре: А.Алка, Н.Ф.Данилов, Г.А.Ефимов, М.Д.Ухсай, Ю.И.Скворцов. (1960)

«Çурхи салам» (1958) «Сурăм хĕрĕ» (1959) «Хĕрлĕ мăкăнь» (1962) «Гипотеза» (1962) «Уках хуранĕ» (1963) «Хĕвеле хирĕç»( 1964) «Çын ăшши»( 1969, 1978) «Сарă кунсем »(1970) «Вăлтари рак » (1972) «Çул юлташĕ» (1975) «Сăваплă вут» (1982) «Кĕрхи кунсем» (2005) Кĕнекисем

«Пушмак йēрē» (1944) (Паня) 4 класра, Анат Панклири атǎ-пушмак мастерскойēн атǎçи Пулǎçǎ Çурма тǎлǎх ÿсни «Пēве хēрринче» (ача) «Юр ǎ ç Ваççа» (Ваççа) «Шыв симēсленнē чух» (Герман) « Палла ман ача» (ача) «В ǎ лтари рак» (Илюш) «Венирпа Рена»(Венир) «Хēрлē м ǎ к ǎ нь» (Вова)

«Юлашки партнёр» (шахматист) Журналист корреспондент 1956 çул – Студент практикант «Хēрлē м ǎ к ǎ нь» (Геннадий Васильевич) «Хура куçл ǎ Ина» (Толя) «Çын ǎ шши» (Аленцев журналист) «Кēрхи кунсем» (Петя) Пединститутра ч ǎ ваш чēлхипе литература уйр ǎ мēнче вēренекен «Пар ǎ м» (Саша) 1949 çул - 9 класра, кēнеке лаввкинчи сутуçǎ

« Уках хурǎнē» повесть чǎннипех талантлǎ, тēлēнмелле ǎста çырнǎ хайлав. Повеçри сǎнарсем Сурǎм тǎрǎхēнчи чǎн пурнǎçран, кунти халǎхǎн истори кун-çулēнчен шǎтса тухнǎ сǎнарсем. Ю.Скворцовǎн çывǎх тусē пулнǎ Н.Л. Яковлев график художник çапла çирēплетет: «Юркка хǎй хайлавēсенчи сǎнарсене чылайǎшне пурнǎçран илнē. Уках – саккǎрмēш класс пēтермесēрех çитēнннē çынсемпе тан ēçлесе хēне кайса 1949 çулта вилнē хēр». Повеçри Коля прототипē Н.Л. Яковлев. Паян кун Н.Л. Яковлев – паллă сăрă ăсти, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ. « Уках хурăнĕ» повĕçри прототипсем: Агафья Александрова – Уках, Укахăн аппăшĕ Пелагея, Ольга Евдокимова – Ольга (сулахайран сылтăмалла) (1945 июль) Коля прототипē Н.Л. Яковлев (1948)

«Пушмак йĕрĕ» калаври Паня прототипĕ (Паньок Дмитриев, Муркаш районĕ, Тури Панкли ялĕ) Пушмак йēрē» – психологиллē калав. Унта автор тēп геройǎн шалти тēнчине, унǎн психологине, чун-чēре хусканǎвне, шухǎш- кǎмǎлне, кулянǎвне, ēмēтне уçса парать. Калаври тēп сǎнар – Паня. Вǎл чēлхесēр, «Ы-ы-ы», – тенисēр пуçне нимех те калаймасть. Ашшē-амǎшē çук, хǎлхи илтмест. Кǎмǎлēпе вара ылтǎн çын. «Сурăм хĕрĕ» повеçри Меркури евчĕ прототипĕ (Меркурий Васильев, Муркаш районĕ, Хурăнкасси ялĕ) « Сăваплă вут» повеçри Якку пичче прототипĕ (Яков Кондратьев (1950), III степеньлĕ Георги хĕресне тивĕçнĕ, Муркаш районĕ, Хурăнкасси ялĕ)

Н.Л. Яковлев ÿкерчĕкĕ Шанат ǎ п, пин-пин вулаканш ǎ н Юрий Скворцов хайлавēсем, ыр ǎ тус, çыв ǎ х юлташ пулнине, т ǎ ван литература ани-хирēнче таса чунпа ēçлеме ēмēтленекеншēн ǎ стал ǎ х шкулē, çул к ǎ тартуç ǎ пулēç. Ч ǎ ваш с ǎ махăшēн, çут ǎ хēвелпе çут ǎ кунш ǎ н чун-чēрине тēлкēштернē асл ǎ юлташēн ēçē сая каймасса шанатăп. Хветĕр Агивер Пēртен-пēр чǎнлǎх писательшēн те, ун геройēсемшēн те – чун тирпейē, кǎмǎл-сипет тасалǎхē, çынсем умēнчи сǎваплǎ тивēç, иртнē ēмēрсемпе пуласлǎх умēнче этем хǎйне яваплǎ туйни. Георгий Федоров

Куçару ĕçĕнче те хăйне туптанă. Белорус, вырăс, венгри, инди, мари çыравçисен илемлĕ хайлавĕсене куçарассипе ĕçленĕ. Ытти халăх литературинчен Эрнест Хемингуэй Пьер-Жен Беранже Карл Микаэль Бельман Вырăс литературинчен Михаил Лермонтов Сергей Есенин Борис Пастернак Скворцов куçарăвĕсене кĕртнĕ кĕнекесем Янка Купала « Ĕмĕт» (1958) Сергей Есенин «Шурăмпуç шăпчăкĕ» (1975) Пăлхар поэзийĕн анталогийĕ (1975)

Николай Яковлев тǎрǎшнипе 1995 çулта Муркаш районĕн Панкли ялĕнче историпе краеведени музей ĕ уçнă. Музей калăпăшĕ 94,38 м². Экспонатсен хисепĕ 120 çитнĕ. Кунтах архив тата фотодокументсем вырнаçтарнă стендсем. Юрий Скворцова халалланă стенд унăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарать. Муркаш районĕн Анат Панклири историпе краеведени музейĕнче Юрий Скворцова халалланă стенд

Муркашри тēп библиотекǎра Ю.И.Скворцов 80 ç ул тултарнǎ ятпа ирттернē уяв

Консультант: Иванова Надежда Григорьевна, Ч ǎ ваш Республикин вēренÿ институчēн доценчē Авторĕ: Шандимирова Надежда Вячеславовна, ЧР Муркаш районĕнчи Юнкǎри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкул вĕрентекенĕ