Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 10 лет назад пользователемМарианна Бражникова
1 Гаврилова Алина Николаевна ĕç опытĕнчен. А.Т.Краснов ячĕпе хисепленекен Треньел шкулĕ. К и л - ç у р т. У н т а в р а ш ĕ н ч и х у ш м а х у ç а л ǎ х.
2 »А»Ачасене авлхи ч ǎваш пурнǎçĕпе интереслентересси, хаçат журналтан кирлĕ материал пухма вĕрентесси. Выль ǎха юратма, ваттисене, çын ĕçне хисеплеме,пуррине упрама хǎнǎхтарасси.
3 Пăл- тěтĕм. Тăрринчи, çÿлти тăрă. Тĕтĕтĕме кăларакан хăвăл- тăрă. Хура пÿртри тĕн шăтăкĕнчен тухакан тĕтĕме çÿле кăларакан мăрье, труба. Украинецсен- комора, вырăссен- булдыр.
4 Вите- выльăха хĕлле хупса усрамалли карта. Витене пура туса е тăватǎ кĕтесри енчекленĕ юпасем хушшине хÿме купаласа лартаççĕ. Тăррине сарай евĕр çи витеççĕ.
5 Арпалăх-арпа, хăлчăк аслăкĕ. Арпалăха тăватă кĕтессе тватă юпа лартса тăваççĕ. Йĕри тавра çатан карта тытаççĕ. Унта арпа тултараççĕ, айне çил вĕрме вĕрлĕксе хывса хăвараççĕ.Урапа-çуна, сухапуç сÿресене те лартаççě. Арпалǎха пахча хыçне лартаççĕ.
6 Ампар- япала упраса хывмалли вырǎн. Тĕрĕк чĕлхинче те çавах- тыр- пула, апат- çимĕç хатĕрлевне, тум-тире, кил-çурт хушшинчи ĕç япалисене упрамалли чÿречесĕр çурт. Чÿречи вырǎнне хĕсĕк шǎтǎк картласа хǎвараççĕ. Пĕр е икĕ хутлǎ ампар пулать. Ăна кĕске никĕс юписем çине лартаççĕ. Ун айне сурǎхсем кĕрсе тǎнǎ. Çÿлти ампарта çулла çамрǎксем çывǎраççĕ.
7 П ÿрт, ç урт- пурǎнмалли вырǎн. Авал пĕр çуртра темиçе ǎру пурǎннисĕр пуçне тата турǎсем пир ĕштисем пур ǎннǎ тесе ĕненнĕ.Авал вĕсене ваттисене ас ǎннǎвǎхǎтра пǎтǎпа ч ÿклен ĕ.
8 Утар лаçĕ- утарти е пахчари вĕллесене хĕлле лартмалли вырǎн. Ăна е пĕтĕмпех çĕр ǎшне чакаласа лартаççĕ е пурине кǎна çĕр ǎшне чавса лартаççĕ. Лаçĕ тǎррине сывлǎш туртса тǎракан мǎрье лартаççĕ. Унта 1-2 градус таран ǎшǎ пулмалла.
9 Сарай- хуçалǎхра усǎ куракан тǎрне витнĕ пысǎк çурт. Аслǎклǎ сарай- икĕ хутлǎ сарай. Утǎ-улǎм упрама иккĕмĕш хута аслǎк сарнǎ сарай. Сарайĕнче сарай ийи, сарай ырри пурǎнать теççĕ. Чÿк тусан вĕсене иккĕмĕш хута пǎтǎ ывǎтса параççĕ.
10 Анкарти- йĕтем (авǎн карти сǎмахран. Кĕлете, лаçа, капансе- не, сарая, лупаса йĕри тавра тытса карнǎ картана пĕлтернĕ. Кĕрхи тырра анкартине туртарса капана хывса лартнǎ.Уй- хир ĕçĕ пĕтсен авǎн çапнǎ. Анкартие, пушартан сыхланса, шыв хĕррине лартнǎ. Халĕ анкарти сǎмах ял çумĕнчи вырǎна, лаптǎка пĕлтерет.
11 Мунча- уйрǎм ларакан ятарлǎ çǎвǎнмалли çурт. Мунчана уничене, пахчана, пахча хыçне, çырма хĕрне, шыв çумне лартаççĕ. Хура мунчасем пулнǎ, тарласа, çапǎнса,çǎвǎнса тасал- нǎ. Ăна шǎматкун хутнǎ. Мунчара:- мунча ийи, ырри, турри пурǎнать. Мунча хутса яриччен,çǎвǎннǎ вǎхǎтра мунч кĕллине калаççĕ.
12 Паянхи çуртсен тĕслĕхĕсем.
13 Енчек- Вĕрлĕк- Никĕс- Ийе- Чÿк- Авǎн çапнǎ-
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.