Урок теми: Никита Яковлевич Бичурин (1777-1853) Çĕршыв чапне çĕклес тесе ĕçлерĕм… Н.Я. Бичурин Иакинф… Мĕнле пуп ку? Хăй гитара калать, ташлать, юрлать,

Презентация:



Advertisements
Похожие презентации
Выполнила ученица 6 класса МОУ «Тегешевская ООШ» Иванова Кристина Руководитель учитель культуры родного края Иванова Л. В.
Advertisements

Элěк районě Ураскилтри пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкул Сорокина Алиса 9 класс Вěрентекенě Терентьева Э.Н.
чӑваш халӑхӗн мӑнаҫлӑхӗпе мухтавӗ, ҫӗнӗ ҫыруллӑ сӑмахлӑха пуҫараканӗ, хура халӑха ҫутта туртаканӗ. Ӑна пурте пӗр камӑллӑн чӑваш сӑмахлӑхӗн классикӗ тесе.
Чĕмпĕр чǎваш шкулĕ – культура вучахĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 10 б класĕнче вĕренекен Спиридонова Мальвина хатĕрленĕ Ертÿçи – Михайлова З.П
Следопыт Востока Жизнь и деятельность, научное наследие Никиты Яковлевича Бичурина.
Труженник ревностный – опередивший время Никита Яковлевич Яковлевич Бичурин Бичурин.
1. Ырăлăх, ыркăмăллăх, сăпайлăх сăмахсен пĕлтерĕшне тарăнрах ăнланма тăрăшасси. Ырă çын пулас тесен мĕнлерех пулмаллине пăхса тухасси. «Сана усал тума.
2012 çулхи ака уйăхĕ. Паян, 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 11 – мĕшĕнче, шкула пуçтарăнтăмăр. Уроксем пуçланчĕç! Каникул кунĕсем иртсе кайрĕç. Халĕ ĕнтĕ çанна.
Артемьев Александр Спиридонович прозăçă, сăвăç, литература критикĕ, тăлмач çулхи авăн уйăхĕн 14- мĕшĕнче Етĕрне уесĕн (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ)
Василий Василий Иванович Иванович Чапаев Чапаев ( ) ( )
Манăн ĕмĕт архитектор артист агроном адвокат автомеханик астроном акушер автослесарь.
Бичурин Никита Яковлевич Лесочек маленький, тенистый Я пришел. Приятность места воды чистой, Зелены в горах кусты, В долине желтые цветы. Все восхищало.
Фамилия Прохорова Имя, отчествоЛюдмила Николаевна Дата рождения (число, месяц, год) 5октябрь 1958 год Серия и паспорта, кем и когда выдан
Çĕнĕ Шупашкарти 3-мěш в ăтам шкулти вĕрентекенĕн Леонтьева Л.Н. проект ěçĕ Чăваш Республикинчи хуласем тата паллă вырăнсем Чăваш Республикинчи хуласемпе.
Н.Я.Бичурин родился в селе Акулево Цивильскогого уезда в семье дьякона Якова Данилова в 1777 года. Восьмилетнего мальчика отвезли в Казанскую семинарию,
С.М. Михайлов. (1821 – 1861). «Чăваш йăхěнчен тухнă тата аслă шкулсенче вěренмен çын путлě япалана ăçтан çырайтăр?» - тесе ыйтанçи пулать мăнттайланнă.
Килти чĕр чунсемпе паллашар-и?. ۩ Килти выльăх- чĕрлĕхсемпе кайăк-кĕшĕксем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетсе хăварасси. ۩Ачасен пуплевне аталантарасси. ۩Чĕр.
Иван Яковлевич Яковлев. Чăвашсен ку тарана çити упраннă пуянлахĕ тата тĕлĕнтермĕшĕ вăл – чĕлхе, юрă, тĕрĕ. Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин.
К.В.Иванов пурнăçĕпе пултарул ӑ хĕн паллă енĕсем К.В.Иванов пурнăçĕпе пултарул ӑ хĕн паллă енĕсем Романова Людмила Геннадьевна чăваш чĕлхипе литератури.
Предметсем: литература вулавĕ, тăван тавралăх, технологи Проекта хатĕрлекенсем: Нĕркеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 3 –мĕш класра вĕренекенсем.
Транксрипт:

Урок теми: Никита Яковлевич Бичурин ( ) Çĕршыв чапне çĕклес тесе ĕçлерĕм… Н.Я. Бичурин Иакинф… Мĕнле пуп ку? Хăй гитара калать, ташлать, юрлать, Тарăн шухăшлă калаçать… А.С. Пушкин, вырăссен аслă поэчĕ. Ачалăхĕ Ачалăхĕ Хусанти тĕн семинарийĕ ( академийĕ ) Хусанти тĕн семинарийĕ ( академийĕ ) Иркутск. Тобольск Иркутск. Тобольск Ытарайми Китай Ытарайми Китай РАÇÇЕЕ ТАВРĂННИ Наукăри ĕ ç ĕ - хĕлĕ Наукăри ĕ ç ĕ - хĕлĕ Бичурин тусĕсем Бичурин тусĕсем Юлашки ç улĕсем Юлашки ç улĕсем Тест

Хусан ( ) 1788 çулта Никитана Хусанти тĕн семинарине куçарнă çулта вăл латин чĕлхин аслă класĕнче, 1793 çулта риторика класĕнче вĕренни паллă. Иакинф истори, географии, философи тата чĕлхе наукисене питĕ юратнă, вырăсла, акăлчанла, чăвашла, нимĕçле, французла, латинла, грекла, китайла, монголла тата ытти чĕлхесемпе вулама- калаçма кăна мар, çырма та пултарнă. Академире вĕреннĕ çулсенче сăвăсем, мухтав юррисем çырма пуçланă çулта семинарирен академи туса хураççĕ ç. академирен питĕ лайах паллăсемпе вĕренсе тухнă. Бичурина çавăнтах информатори учитĕльне хăвараççĕ çулта ăна грамматика класне вĕренттереççĕ. Çав çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче çирĕм виççĕри учитель манаха тухать, Иакинф ят илет. Манахăн нихăçан та çемье çавăрма юраман, ĕмĕрлĕхех хăйĕн пурнăçне чиркÿпе çыхăнтармалла пулнă.

I АЧАЛĂХĔПЕ ÇАМРĂКЛĂХĔ ( çç.) Никита Яковлевич Бичурин 1777 çулхи çурла уйăхĕн 29- мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе авăн уиăхĕн 9-мĕшĕнче) халĕ Шупашкар районне кĕрекен Шемшер чиркĕвĕнче тиечукра ĕçленĕ Яков Данилов чăваш кил-йышĕнче çуралнă çулта Я.Данилов çемйи Шĕнерпуçне(вырăсла Бичурино) куçса каять, унта кил пуçĕ иккĕмĕш священикре ĕçлеме тытăнать. Ял çыннисемпе пĕрле вăл утă çулнă, нимесене çÿренĕ, уявсенче кĕрекесенче юрлама та именмен. Çемье пысăк мар çуртра пурăннă, урăх хуралтǎ таврашĕ пулман. Никита çемьери 5 ачаран чи асли пулнă. Амăшĕ- Акулина Степановна - вырăс. Михитта тенĕ ăна ялти пĕрле выляса ўснĕ ачасем, чăвашла сутса ярса калаçаканскере. Никита ачаранах тĕрĕслĕхе тата ырă кăмăллăха хисеплесе çитĕннĕ, вăл мĕскĕнленме, аслисен умĕнче йăпăлтатма юратман. Ялти шкулта вĕреннĕ хыççăн Михиттăна ашшĕ Сĕве хулинчи Богородицки монастырь çумĕнчи нотăсем тăрăх юрлама вĕрентекен класа янă.

ИРКУТСК. ТОБОЛЬСК çç çулта Синад йышăнăвĕпе Н. Бичурин Иркутск хулине куçарнă, Вознесенски монастырь архимандричĕ тата Тĕн семинарийĕн ректорĕ туса хунă. Çамрăк манахсенчен (Иакинф ун чухне 24 çулта çеç пулнă) çавăн пек пысăк вырăна хăш-пĕрисене çеç ларткалăнă; ку ăна Хусанти тĕн академийĕн пуçлăхесем хакланинчен килнĕ. Иркутскра Бичурин икĕ çула яхăн пурăннă. Кунта вăл «çылăха кĕнĕ» (Тобольскрипе Иркутскри государство архивĕсенчи документсенче кун пирки «допустил грехопадение» тенĕ. Çакăншăн Синод Бичурина священнослужени (кĕлĕ) тутармалла мар тата архимандрит хĕресне çакса çуремелле мар тесе йышăннă, ăна монастыре ертсе пырассинчен, ректор пулса ĕслессинчен хăтарнă тата консисторире те пулмалла мар туса хунă. Иакинф аттене Тобольскри Знаменски монастырне «ссылкăна» янă, пĕр паллă духовнăй çынна ăна сăнаса пурăнма хушнă. Кунта Бичурина Тобольскри тĕн семинаринче илемлĕ сăмах учителĕ пулма ирĕк панă. Вăл 1807 çулхи çуллаччен пурăннă.

ЫТАРАЙМИ КИТАЙ ( ) Тобольскри «ссылкăра» пурăнакан монаха Синодри пысăк та паллă Алевросий Подобедов çеç çăлса ирĕке кăларма, пысăк вырăн тупса пама пултарнă çулта Бичурин Раççейрен 9-мĕш мисси пуçлăхĕ тата Пекинри Сретенски монастырь архимандричĕ пулса Китая тухса кайнă та вырăна çур çултан тин 1808 çулхи кăрлачра çитнĕ. 13 çул хушшинче Бичурин Китай чĕлхин пысăк словарьне китайла-вырăсла туса хатерлнĕ. Вал 19 пайлă 12 пин сăмахран тăнă. Кунсăр пуçне 4 томлă маньчужрла-китайла словарь çырнă. Н. Бичурин Пекинра туна ĕçсен иккĕмĕш пайне Китай, Монголи, Тибет историйĕпе географийĕ çинчен калакан кĕнекисенчен илсе куçарнă материалсем кĕреççĕ. Унтах вăл Китай çĕршывне географи енчен çырса кăтартнă «Дайцин-и- рун-чжи» ятлă 18 томлă произведенин пысăк пайне, 10 томла «Китай историне тата çак империе пăхăнса тăракан çĕрĕсен тĕплĕ географине» куçарнă. Пекинра тунă ĕçсен 3-мĕш пайне Бичурин хăй çырнă произведенисем кĕреççĕ. Ку Шутра – «Описание Пекина с приложением плана сей столицы, снятого в 1817г.». Кунтах вăл Китай, Маньчжури, Монголи, Корея, Туркестан тата Тибет арçынĕсемпе хĕрарамĕсен тумтирĕн 45 керчĕкне тунǎ. Вĕсемпе каярахпа «Записки о Монголии» ятлă кĕнекере усă курнă. Кунсăр пуçне сайра тĕл пулакан тата Китайри антикварнăй япаласем, интереслĕ сахал мар кĕнекесем пуçтарса хăйпе персе илсе килнĕ. Пуян библиотекине каярахпа Петербургра публичнăй библиотекăпа Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин Азии департаментне панă.

РАÇÇЕЕ ТАВРĂННИ 1821 çулта Иакинф архимандрит Пекинран Кяхтăна таврăннă. Петербургра Бичурина «Чирк пурлхне сутншн» тата хйне ирĕклĕ тыткаланăшăн духовнй суд тепĕр хут архимандритран кларн, Ладога кÿллинчи Валаам утравĕ çинчи монастыре «ссылкна» ян. Унта 1826 çулччен пурнн, вхта ахаль ирттермен хйĕн алçырвĕсене тепĕр хут юсаса çырн. Çавн пек пултаруллă çынна тĕрмере усрама юраманнине ăнланса илнĕ çынсем Бичурина ирĕке кăларма тăрăшаççĕ. Кĕçех ăна Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин Ази департаментĕнче куçаруçă пулма илсе каяççě. Хăйне ăна Петербургри Александр Невский мăнастырěнче пĕр пÿлĕм (келья) параççĕ. Тĕрлĕрен хăтăлнă тĕпчевçĕ- писатель наукăпа литература ĕçне кÿлĕнет.

НАУКĂРИ ĚÇĚСЕМ ( çç) Чи малтан Петербургра унăн «Ответы на вопросы о Китае» ятлă пĕчĕк кĕнеки пичетленсе тухнă. Çав çулах «Описание Тибета в нынешнем его состоянии», икĕ томлă «Записки о Монголии». Тепĕр çулне «Описание Пекина с приложением плана сей столицы, снятого в 1817г.». Ку произведение те французла, нимĕçле кăларнă. Кĕске хушăрах вуншар тĕпчев ĕçĕ пичетлет.1839 çулта «Китайская грамматика» кĕнекешĕн Раççейри наука Академийĕн Демидов ячĕллĕ премине чыслаççĕ. Вăл 4 хутчен пичетленсе тухнă. Демидов премине вăл 4 хутчен илет. Н. Бичурин хăйĕн «Собрание сведений о народах, обитавших в Средней Азии в древние времена» ятлă ĕçне пичетлесе кăларса, истори наукине çĕнĕ материалсемпе пуянлатнă. «Собрание сведений о народах, обитавших в Средней Азии в древние времена» тĕпчев ĕçĕ вара паянхи ученăйсемшĕн те пысăк пуянлăх. Пичетлемен ěçсем те нумай юлнă çулта Бичурина Раççейри Наукăсен академийěн член-корреспондентне суйланă. Ăна çавăн пекех Францири Ази обществин членне, Англири король обществин тата учёнăйсен ытти организацийěсен членне те суйлаççě. Бичурина 6 ěçěшěн хаклă преми панă. Бичурин хăйěн библиотекинчен чылай кěнекисене, алçырěвěсене, хăй ÿкернĕ картăсене Хусанти тěн академин библиотекине парнеленě.

ТУС- ЮЛТАШĔСЕМ Бичурин нумайăшĕсемпе юлташлă пулнă. Чи çывăххисем – вырăс поэчĕ Александр Пушкин, Карл Брюллов художник, Николай Бестужев декабрист. А. С. Пушкинпа Бичурин туслăхĕ вунă çула яхăн тăсăлнă. Аслă поэт тусĕн ятне дневникĕнче, произведенийĕсенче асăнать. Унпа пĕрле Китай çĕршывне кайса килме пуçтарăнать, анчах патша ирĕк паманнипе çула тухаймасть. Бичурин чăваш çĕрĕ-шывĕ çинчен хавхаланса каласа кăтартнине те Пушкин темиçе хутчен те илтнĕ, унпа пĕрле чăваша çитсе курма ĕмĕтленнĕ, анчах кашнинчех Бичуринăн май килмен. Каярахпа, 1833 çулта, Пушкин Чăваш çĕршывĕпе иртнĕ чухне Шĕнерпуçне кĕрсе тухать. А. С. Пушкин урлах Н. Я. Бичурин декабристсемпе çывăх туслашать. Николай Бестужев декабрист патне Байкал леш енне ятарласа кайса килет. Бестужев хăйĕн ал-ура сăнчăрĕсенчен шăрçа ярăмĕ туптаса панă, асăнмалăх пысăк портрет ўкернĕ. Халĕ çав портрет Кяхта хулинче упранать.

ЮЛАШКИ ÇУЛĔСЕМ (1821 – 1853çç) Тĕрмерен хăтăлна хыççăн Н. Я. Бичурин тепĕр хут Иркутска, Улан- Удане, Кяхтăна çитсе килет. Кяхтăра китай чĕлхине вĕрентекен шкул уçать, пĕр хушă хăй те унта ачасене китай чĕлхине вĕрентсе пурăнать. Юлашки кунĕсене Бичурин Александр Невский мăнастырĕнче ирттерет. Вăл йывăр чирлесе вырăнпа чылай выртнă. Ун патне никама та кĕртмен, пăхса пурăнакан манахсем ăна таса мар, выçăллă-тутăллă усранă. Тĕпчевçĕ- писатале кунти некрополе пытарнă. Каярахпа юлташĕсем ун тăпри çине хура мрамор палăк лартнă. Ун çине китайла çапла çырса хунă: «Труженик ревностный и неудачник, свет он пролил на анналы истории».