Урок теми: Я.Г.Ухсай пурнăçěпе пултарулăхě Эпиграф: Тÿрě тытрăм эп хама,. Утрăм халăх çулěпе. Я. Ухсай. План 1. Я.Ухсай ачалăхěпе вěренěвě. 2. Вăрçăчченхи.

Презентация:



Advertisements
Похожие презентации
100 çулхи юбилей тĕлне. Ухсаевские стихи и поэмы – это биография самого поэта и его поколения. Его сонеты покоряют и глубиной мысли, и полнотой раздумий.
Advertisements

Чĕмпĕр чǎваш шкулĕ – культура вучахĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 10 б класĕнче вĕренекен Спиридонова Мальвина хатĕрленĕ Ертÿçи – Михайлова З.П
Комсомольски районĕн 70 çулхи юбилейĕ тĕлне хатĕрленĕ «Чечеклен, илемлен, ман юратнă Каçал ен» конкурс презентацийĕ Презентацие хатĕрлекен: Хирти Мăнтăр.
Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул. Яков Ухсай - чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Комсомольская СОШ 1» Комсомольского района Чувашской Республики Презентация на тему: Я. Г. Ухсаю.
1. Ырăлăх, ыркăмăллăх, сăпайлăх сăмахсен пĕлтерĕшне тарăнрах ăнланма тăрăшасси. Ырă çын пулас тесен мĕнлерех пулмаллине пăхса тухасси. «Сана усал тума.
Василий Василий Иванович Иванович Чапаев Чапаев ( ) ( )
чӑваш халӑхӗн мӑнаҫлӑхӗпе мухтавӗ, ҫӗнӗ ҫыруллӑ сӑмахлӑха пуҫараканӗ, хура халӑха ҫутта туртаканӗ. Ӑна пурте пӗр камӑллӑн чӑваш сӑмахлӑхӗн классикӗ тесе.
Манăн ĕмĕт архитектор артист агроном адвокат автомеханик астроном акушер автослесарь.
Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм, Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе. Санпа ман халăх чапĕ те илемĕ Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе. Юрланă чух сассу хитре.
Артемьев Александр Спиридонович прозăçă, сăвăç, литература критикĕ, тăлмач çулхи авăн уйăхĕн 14- мĕшĕнче Етĕрне уесĕн (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ)
Николай Теветкел пурнăçĕпе пултарулăхĕ (1937) Авторĕ: Утрендеева С.Н., чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ МБОУ «СОШ 20»
Иван Яковлевич Яковлев. Чăвашсен ку тарана çити упраннă пуянлахĕ тата тĕлĕнтермĕшĕ вăл – чĕлхе, юрă, тĕрĕ. Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин.
Якку Ухсай!.. Утатăн чĕррĕн Халăхпала куллен-кунах. Çĕн ĕмĕре хастаррăн кĕтĕн, Мĕншĕн тесен чăвашăн çĕрĕ Чунра упрать ялан сана. Георгий Ефимов, Чăваш.
Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики Постановлением Президиума Верховного Совета Чувашской Республики от 9 апреля 1992 года.
2012 çулхи ака уйăхĕ. Паян, 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 11 – мĕшĕнче, шкула пуçтарăнтăмăр. Уроксем пуçланчĕç! Каникул кунĕсем иртсе кайрĕç. Халĕ ĕнтĕ çанна.
Сăпарлăх тĕллевĕ: чĕр чунсене юратма, чăн юратăва суя юратуран уйăрса илме вĕрентесси. Пĕлÿ тĕллевĕ: чăвашла предложенисене тĕрĕс йĕркелесси. Аталантару.
Элěк районě Ураскилтри пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкул Сорокина Алиса 9 класс Вěрентекенě Терентьева Э.Н.
Предмет: Чăваш литератури Урок: 35 Тема: Петěр Хусанкайн «Таня» тата выр ă с çыравçин Маргарита Алигер ă н «Зоя» поэмисенчи патт ă р хĕр с ă нарĕ Контингент:
Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Куславкка район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕ Карачри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул,çе.
Транксрипт:

Урок теми: Я.Г.Ухсай пурнăçěпе пултарулăхě Эпиграф: Тÿрě тытрăм эп хама,. Утрăм халăх çулěпе. Я. Ухсай. План 1. Я.Ухсай ачалăхěпе вěренěвě. 2. Вăрçăчченхи ěсě-хěлě. 3. Тăван çěр-шыв Аслă вăрçинче. 4. Вăрçă хыççăн. 5. Хайлавěсем. 6. Хисеплě ятсем, наградăсем. 7. Хěрěсен аса илěвěсем 8. Тест. 9.Пěтěмлету.

Поэт ачалăхěпе вěренěвě. Яков Гаврилович Ухсай 1911 çулхи чÿк уйăхěн 26-мěшěнче Пушкăрт Республикинчи Пелепей районне кěрекен Слакпуç ялěнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Пулас поэтăн ачалăхě йÿçě тěтěмлě хура пÿртре иртнě. Пурнăç темěнле йывăр пулсан та ашшě ачана вěрентмех тăрăшнă.Акă мěнле çырса хăварнă вăл кун пирки хăйěн аса илěвěсенче: «Каçсерен, кăвайт умěнче ларнă чух, ăсра чи çутă çăлтăра курса çичě хут кěл тăваттăм. Халăхра çапла йăла пурччě. Кěл тумалли сăмахсене эпě тахçанах шутласа кăларнăччě. Мана телей ярса пыма, хутла вěренме, ялта писарь пулса ěçлеме, хамăр ялта пурăнакансем валли хутсем çырса пулăшакан пулма ыйтаттăм» çулччен Слакпуçěнче шкул пулман. Ялти 1200 çынран пěр çын çеç хутла пěлнě. Каярахпа çак шкулта К. Иванов та, Я. Ухсай та вулама-çырма вěреннě. Хăйне çывăх тăван тивекен К. Иванов пек пулма ěмěтленсе çамрăк ача сăвăсем çырма тытăннă. Эс мана вăрат анне, Илěм-тилěм ирхине. Манăн выльăх пăхмалла, Ман шкула та каймалла. Эпě выльăх пăхмасан Пирěн пулмě сěт те çу. Эпě шкула каймасан Пулмě ăслă калаçу Слакпуç. Я. Ухсай килě. Н. Эльми ÿкерчěкě Чăнах та, питě тăрăшуллă вěренекен пулнă вăл шкулта. Вырăс чěлхипе математикăна пултаруллă вěренсе пынă, юлташěсене те пулăшнă.

. Унтан вăл Пишпÿлекри хресчен çамрăкěсен шкулěнче пěлÿ пухать, литература кружокне çÿрет, сăвăсем хайлать çулсенче Ěпхÿри халăх институчěн хатěрленÿ уйрăмěнче вěренет.Çак вăхăтра унăн пěрремěш сăвви «Юратрăм эп, хирсем, сире» «Сунтал» журналта пичетленет – 1933 çулсенче Мускаври М. В. Ломоносов ячěллě университетăн литература факультетěнче вěренет. Çакăнта вăл тутарсен чаплă поэчěпе Муса Джалильпе паллашса туслашать. Çак çулсенче Мускаври «Коммунар» хаçатра та ěçлет çулта çырнă «Эпир - илемлě çуркунне» сăвă вěçě.

Вăрçăчченхи ěçě-хěлě çулсенче Я. Ухсай Пушкăртри машинăпа трактор станицийěсен политпайěсем кăларса тăракан хаçатсенче ěçлет, очерксем, фельетонсем, тěрлě сăнавсем ăсталать çулсенче Ульяновскри тата Патăрьелěнчи педагогика училищисенче чăваш чěлхипе литературине вěрентнě çулта репрессирен хăтăлса Александр Твардовский патěнче пурăнать çултан пуçласа Шупашкара килсе яланлăхах кунта тěпленсе ěçлеме тытăнать çулсенче унăн «Вут чěлхе», «Ял хыпарěсем» сăвă кěнекисем, «Тутимěр», «Хура элчел» трагедисем т. ыт. пичетленеççě.

Тăван çěр-шывăн Аслă вăрçинче. Тăван çěр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан поэт хăй ирěкěпе халăх ополченине çырăнать, 1942 çулхи çу уйăхěнче вěренÿ батальонěн курсанчě пулса тăрать. «Çар гимнастěркине эпě 1942 çулхи çу уйăхěнче тăхăнтăм, ăна 1946 çулхи кěркунне çеç хыврăм», - тесе каласа кăтартнă вăл тусěсене каярахпа. Вăрçăра вăл политработник, çар журналисчě пулнă. Вăрçă çулěсемпе Атăлтан пуçласа Влтава шывě патне утса тухнă. Фронт пурнăçě çинчен çырнă май поэт сăвăсемпе поэмăсем те хайланă. Поэт 1942 çулта хайланă «Пěр дивизири чăваш салтакěсемпе офицерěсем тăван халăхě патне çырнă çыру». Ăна раштавăн 24-мěшěнче, наступление каяс умěн, Дон хěрринче тăнă чăваш боецěсемпе командирěсен митингěнче йышăннă. Ăмăрткайăк, тăван халăх, Вăрçăри ачусенчен Йышăн эсě чун хаваллă Çырăва Дон хěрринчен. Эх, Тăван çěр-шыв, аннемěр, Шан пире, ěнен пире: Аслă Атăлăн илемě Сывă пулě ěмěрех! Халăхăмăр, савнă халăх, Çěртмěпěр чăваш ятне, Ěмěр-ěмěр асăнмалăх Çěклěпěр ун мухтавне. Çак поэма – хăйне евěр произведени, чăваш салтакěсемпе командирěсен тупи… Мěнле тарăн шухăшлă, чěререн тухакан сăмахсем. Вěсем фронтри салтаксемпе тылри халăха хăват кěртме, тăшмана çěнтерме, çěр-шыва юратма хавхалантарнă. Вăрçă вăхăтěнче çырнă сăвăсемпе поэмăсем унăн «Атă кунчинчи тетрадь», «Хурçă та çуннă чух» ярăмсене пěрлешсе совет çыннисен вăрçăри паттăрлăхěпе хăюлăхне, вěсем Тăван çěр-шыва чун-чěререн юратнине кăтартса паракан хайлавсем пулса юлчěç.

Вăрçă хыççăн. Вăрçă хыççăн Я.Ухсай каллех мирлě ěçе таврăннă. Чăваш кěнеке издательствинче редактор, «Тăван Атăл» альманах редакторě пулнă çултанпа вара творчество ěçěпе çеç пурăнма тытăннă. Çулсерен вăйланса пынă унăн пултарулăхě. Вăл халăх валли кěнеке хыççăн кěнеке çырса хăварнă. «Кěлпук мучи», «Ту урлă çул», «Халăхăн ылтăн кěнеки», «Çěр», «Тутимěр», «Ача чухнехи çăлтăрăм», «Шуйттан чури» т. ыт. произведенисем тивěçлипех тăван халăх литературин ылтăн фондне кěчěç. Унăн произведенийěсене вырăсла, тутарла, пушкăртла, украинла куçарнă. Хăй те вăл 4 чěлхе пěлнě: чăвашла, вырăсла, тутарла, пушкăртла.Сăвă çырнипе çеç лăпланмасть поэтăмăр, халăх йăлине, ун чěлхине, çут çанталăка сăнасах тăрать. Шухăшласа, курса, тěлěнсе пурăнать. Час-часах Н.И.Ашмарина, тěнче классикине вулать, çěр- шыв тăрăх çÿресе пулас кěнекесем валли персонажсем шырать, куллен тăрăшса ěçлет, халăха кирлě хайлавсем çырать. Ахальтен мар ěнтě Я. Ухсай сăввисем тăрăх композиторсем юрăсем хыврěç, театрсем трагедийěсемпе поэмисем тăрăх спектакльсем лартрěç. Калас пулать, чи паха поэмисемпе романсене Ухсай Яккăвě Куславкка районěнчи Карач ялěнче çырнă. «Шуйттан чури» спектакльти пěр сцена Карачра. Арăмĕпе.

Я.Ухсай хайлавěсем «Шурă хурăнпа калаçни» поэма ( çç.). Тымар çеç юлтăр! Чěрě йывăçİ Ўссе ларать тымарсенчен. Ўстереймест Тăван çěр-шывăм Ачисене шăммисенчен. *** Вěри металл, усал, кăвар та Тÿссе пуç хунă туссене Аса илме юри хăпартăм Ем-ешěл çÿллě ту çине. *** Тăван тавралăха тиркеп-и?- Сăлтавăм çук ман хурлама. Кунта кăна халь хатěр эпě Тепре çап-çамрăк çуралма… Çынсем сана хěрхеннě хурăн, Касман, хăварнă çěр çинче. Эппин, шавла та шěкěр пурăн, Çěртен вăй ил, çуллен ěрче! *** Ачаш çил вăрлăхна вěçтерě, Вăл акě нÿрлě çěр çине. Пуян çěр ашкăртса ÿстерě Шăтса тухан ачусене. *** Юман кěреш пек хулăн хуллă, Кăвар чěреллě туссенчен Сап-сарă шăмăсем çеç юлнă Чаппа мухтав çăвисенче. Жанр тěсěпе форми енчен «Шурă хурăнпа калаçни» - лирикăлла поэма. Кунта тěп вырăнта лирика геройěн шухăш-ěмěчě. Ăна калаçу евěр çырнă. Чěрě палăк пек ларакан хурăн умěнче поэт хăй тăван çěр-шывěпе нихçан уйрăлми çыхăннине туять. Пире те вăрçă паттăрěсене асра тытма вěрентет.

«Юратрăм эп, хирсем, сире» сăвă (1929 Ç.) Юратрăм эп, хирсем, сире, Сана та сěм-хура вăрман! Нихçан та шухă чěрере Ку юрату çухалмě ман. Ача чухне эп çаруран Чупаттăм аркăр çийěнче, Курка çěлеттěм хупахран, Ěçеттěм шыв çăлкуçěнчен. Вăрманăм пачě хăй хупне Хăй сăпкинче мана сикме, Хирти ыраш хăй сěткенне Тултарчě манăн пěвěме. Нихçан та эп хăватăра Манмастăп, хамăн юррăмра Ура тапса, пуçа ухса Сире мухтатăп эп, Ухсай. Сăвăра тăван тавралăх кěвви янăрать. «Юратрăм эп, хирсем, сире Сана та, сěм вăрман», тет сăвăç пур кăмăлтан. Улăх- хирпе вăл юлташлăн калаçать. Çав вăхăтрах тупа тăвать: «Нихçан та шухă чěрере Ку юрату çухалмě ман», «Нихçан та эп хăватăра Манмастăп…». «Нихçан та» тени пěрремěш тата юлашки (4) строфасенче, йěрке пуçламăшěнче тěл пулать. Çапла вара шухăшăн чун уççилěхě ÿсет – поэт тăван енепě таса чěрěпе калаçать «Вăрманăм пачě хăй хупне», «Хирти ыраш хăй сěткенне Тултарчě манăн пěвěме»,- тет тата поэт. Мěнле илемлěх мелěсем-ши ку йěркесем? Малалла яш ача сăпка тесе мěне хаклать- ши? Çапла, сăвва малалла тишкернě майăн сăвăçа тěреклě ÿсме мěн-мěн кирли курăнать? Çавăнпа сăвва çапла вěçлет те поэт: Ура тапса, пуçа ухса Сире мухтатăп эп, Ухсай.

«Çăкăр кăвапи» ярăм. Унăн тěпěнче кăшт тăсарах «Çăкăр кăвапи» сăвă. Поэт ăна килтен тухса каяс умěн героя ашшě-амăшě кăвапаллă çăкăр пěçерсе сайлани çинчен каласа панă пек çырнă. Çăкăрăн «кăвапа та, куç та пур», вăл – «çěр ачи». «Кăвапаллă çăкăрăн сăмсине касса атте хăй манна тыттарчě». «Çăкăр кăвапи тавра çаврăнса çÿрет тěнче», - ăс парать асли кěçеннине, çав пилпе инçе çула ăсатать. Паллă: çăкăр кăвапи ěç, чие, тěнче кăвапи пулса тăрать хайлавра. Ăна Ухсай герой монологě йěркеленě.

Хисеплě ятсем, наградăсем. Яков Ухсая литературăна аталантарас енěпе хастар ěçленěшěн патшалăхăн чи пысăк нагрдисемпе палăртнă: Ленин, Октябрь Революцийě, Ěçлěх Хěрлě Ялав, «Хисеп Палли» орденěсем, нумай медаль парса чысланă. Чăваш Республикин Ěç Мухтавěпе Паттăрлăх Кěнекине кěртнě. Вăл М.Горький ячěллě Раççей Патшалăх премийěн, çавăн пекех Чăваш Республикин К.В.Иванов ячěллě патшалăх премийěн лауреачěн, Чăваш халăх поэчěн ячěсене илме тивěç пулнă. Шел пулин те, йывăр чир юратнă поэтăмăра пирěнтен вăхăтсăр уйăрса кайрě. Я.Г.Ухсай 1986 çулхи утă уйăхěн 7-мěшěнче Шупашкарта вилнě.

Хăй хушнипе ăна çуралса ÿснě тăрăхěнче Кěслету çине пытарнă.

Хěрěсен аса илěвěсем Чăваш халăх поэчěн Ухсай Яккăвěн пěр хěрě – Елена Яковлевна Мускавра ěçлесе пурăнать. Мускав патшалăх университетěнчи истори факультетěнче вěреннě, чылай вăхăт «Илемлě литература» издательствăн редакторě пулнă. Халě те тěрлě издательствăпа çыхăну тытса ěçлет.

Никифоров Яков Гаврилович Пелепейсем Александр Силпи Пĕлекен Пишпÿлек Ухсай ЯккǎвĕА.Силпи Я.Иванов А.С. А.И. Я.Гаврилов Я.Яковлев Сержант Мизин Красноармеец Семёнов Яков Ухсай псевдонимĕсем.

К.Ивановпа Я.Ухсайăн тăванлăх схеми. Мария Тимофеевна (1733 г. р.) - Данилов (Волк) Василий ( ) Дарья Анна Михаил ( )Иван ( Агафья ПетрАнисимЕфим Кузьма (1788)Мария (1790)Устинья (1793)Яков (1798) Семён Аграфена 1806 Степан 1806 Семён ЕфимМарияМихаил Никифор Гавриил Яков ПетрПавелАнтонАкулинаТерентийНиколай - Васса Васильева (1848 г. р.) Василий Екатерина Александр АгафьяВикторКлавдия Евгения Константин

Яков Ухсай Чăваш çĕр-шывĕнче пулнă вырăнсем. 1. Шупашкар ( çç пурăннă). 2. Çĕрпÿ (1937 çула ас туса юлнăю. Кунта вăл çула май пулнă. 3. Патăрьел (1937 çулта подтехникумра чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ). 4. Улатăр(1937 çулта репрессирен çăлăнса пурăннă). 5. Канаш(1937 çулта станцире пулнă. Çакăнта ăна кассир «халăх тăшманĕ» тесе çулатухма билет та сутман). 6. Куславкка(çула май кĕрсе тухнă). 7. Карач(авланнă хыççăн М. Ухсайпа çуллахи вăхăтра, каярахпа 1954 çултан пуçласа 1974 çулччен пĕрмаях çак ялта пурăннă).

Ухсай Яккǎвĕн пурнăçĕпе ĕçĕ- хĕлĕ тǎрǎх çырнă тест. 1. Ухсай Яккǎвĕ ǎçта тата хăçан çуралнă? 1. Пушкăртстанри Слакпуç ялěнче, 1911 çулта. 2. Тутарстанри Сиктěрме ялěнче, 1907 çулта. 3. Чăваш енри Сăкăт ялěнче, 1911 çулта. 2. Ухсай Яккǎвĕ чăвашсен пěр чаплă поэчěпе тăванлă. Кам вăл? 1. П.П.Хусанкай. 2. Митта Ваçлейě. 3. К.В.Иванов 3. Поэт чăвашла аван пěлнисěр пуçне тата мěнле чěлхесем пěлнě? Ăçта вěреннě вăл вěсене? 1. Тутарла, пушкăртла. Мускав университетěнче. 2. Тутарла, пушкăртла. Ĕпхÿ халăх институтěнче. 3. Тутарла, пушкăртла. Хусан университетěнче. 4. Ухсай Яккǎвĕн пěрремěш сăвви мěн ятлă тата вăл пичетре хăçан кун çути курнă? 1. «Çулла вěри хула урамě», 1930 çулта. 2. «Туссемпе тěл пулни», 1932 çулта. 3. «Юратрăм эп, хирсем, сире», 1929 çулта. 5. М.Ломоносов ячěллě Мускав университечěн литература факультетěнче вěреннě чух тутарсен хăш поэчěпе çывăх паллашать? 1. Мустай Каримпа. 2. Муса Джалильпе. 3. Габдулла Тукайпа.

6. Çак хайлавсенчен хăшě вăрçă вăхăтěнче çырнă сăвăлла хайлав-çыру пулать-ши? 1. «Шăллăм». 2. «Пěр полк çинчен хывнă сăмах». 3. «Пěр дивизири чăваш салтакěсемпе офицерěсем – чăваш халăхне». 7. Литературăри ÿсěмсемшěн вăл мěнле хисеплě ята тивěçлě пулнă? 1. Чăваш халăх поэчě, ЧАССР тава тивěçлě искусство деятелě. 2. Чăваш халăх писателě, ЧАССР тава тивěçлě культура ěçченě. 3. Чăваш халăх артисчě. 8. Ухсай Яккăвěн мăшăрě чăвашсен паллă çыравçи пулнă. Кам вăл? 1. Александра Лазарева. 2. Мария Ухсай. 3 Мария Волкова. 9.Ухсай Яккăвě 1986 çулта вилнě. Ăçта пытарнă ăна? 1. Шупашкарти Б. Хмельницкий урамěнчи масара. 2. Шупашкар çывăхěнчи пěр масара. 3. Пушкăртстанри Слакпуç ялě çывăхěнчи Кěсле ту çине. 10. «Туссем калаçнă чух, тăван чěлхемěм, Шур акăш тěкě евěр эс çемçе. Санпа ман халăх чунě те илемě Çÿрет çÿлте те çěр çинче вěçсе». 1. «Чăваш чěлхи». 2. «Чăваш чунě». 3. «Анне мана тирпейлěн пиеленě…».

Я.Ухсай пур хал ǎ ха та п ě р пек сума с ǎ вакан, т ǎ ван çě ре, ун ǎ н ç ыннисене, й ǎ ли-й ě ркине, с ǎ махл ǎ хне хисеплекен, упракан ч ǎ н-ч ǎ н ç ын. В ǎ лах юратакан ашш ě те, м ǎ ш ǎ р та, юлташ та. ç аксене эпир ун ç инчен каласа паракан к ě некесемпе журналсенчен, ха ç атсемпе статьясенчен п ě лт ě м ě р. Пушкина, Шекспира, Ухсая п ě т ě млетме пулать-и вара? Ас ǎ нн ǎ поэтсем çě р ç ине ě м ě рл ě хех килн ě. В ě сене кашни ǎ ру х ǎ йне май вулать. ç ав с ǎ вапл ǎ ятсем ě м ě рне те хал ǎ х ас ě нчен тухм ěç. Игнатьев Вячеслав Я.Ухсай яч ě пе ç ырн ǎ с ǎ вва итлесси. Киле ěç. «Юратр ǎ м эп, хирсем, сире» с ǎ вва п ǎ хмас ǎ р калама в ě ренмелле.